Сарӑ капӑр кӗркунне
Салтӑнман-ха тумӗнчен,
Хурӑн сарӑ ҫивӗтне
Сапалать сив ҫил ҫинче,
Харсӑр хӗлӗ черетне
Васкатать пур вӑйӗпе,
Кӗрӗн ылтӑн тухйине
Вӑл хупласшӑн кӗмӗлпе.
Хатӗр мар халех тӗнче
Хапӑл тума сив хӗле,
Ан васка ытла килме,
Тӑссам кӗрӗн илемне.
Кӗркуннеҫӗм, кӗркунне,
Кӑмӑла эс ан хуҫсам,
Кӗркуннеҫӗм, кӗркунне,
Ӑшӑ кунсене тӑссам.
Влад Апаш - стихотворение «Сарӑ капӑр кӗркунне»
Комментарии
Про осень на чувашском языке.